Чӑваш пики-2024

Чӑваш пики-2024

Ӗнерхи каҫ Патӑрьелӗнчи культурӑпа кану центрӗнче район шайӗнчи "Чӑваш пики-2024" конкурс иртрӗ. 14-20 ҫулсем хушшинчи 8 хӗр хутшӑнчӗ унта.

Алманчӑ ялне Анастасия Аппакова хӳтӗлерӗ. Хӗрсене жюри членӗсем (Константин Доброхотовпа Эльвира Борисова блогерсем, Светлана Кулакова - Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи, Юлия Селиванова тата Ирина Рубцова - район ертӳҫин ҫуммисем) 5 конкурсра хакларӗҫ.
Пуҫласах хӗрсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, чӑваш хӗрӗсен капӑрлӑхӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, чӑваш тумне тата ҫамрӑксен хальхи шукӑль тумне тӑхӑнса сцена тавра ҫаврӑнчӗҫ, чӑвашсен апат-ҫимӗҫне хатӗрлесе жюри членӗсене тутантарчӗҫ.
Пур конкурсра та Настя хӑйне маттур кӑтартма пултарчӗ, "Чи илӗртӳллӗ" пике номинацине ҫӗнсе илчӗ.
Маттур, Настя! Эпир санпа савӑнатпӑр, санӑн малашне те нумай-нумай конкурса хутшӑнса ҫӗнтермелле пултӑр!

Фотогалерея