Чăваш чĕлхи кунне

Паян, апрелĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ Чăваш чĕлхи кунне уявлать. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И.Я.Яковлев çуралнă. Алманчӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта вĕренекенсем чăваш чĕлхи классне пуçтарăнчĕç. Уяв Чăваш гимнĕпе уçăлчĕ. Пухăннисене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Генералова тата шкул директорĕ Лариса Хадарова саламларĕç. Ачасем уява тăрăшса хатĕрленнĕ, куракансене сăвă-юрăпа, вăйă-ташăпа савăнтарчĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ.☀

Фотогалерея